Пурнан пурнӑҫа кам епле пурӑнса ирттерет. Канаш районӗнчи Чакаҫ ял арҫынни А.В. Алексеев сысна ӗрчетет. Ҫак чӗрчунсене усрама пуҫличчен вӑл вӗлле хурчӗ тытса пӑхнӑ. Каярах «вьетнам сысни» текен ӑрат ҫине куҫнӑ. Ун йышши сысна пуррине ӑна Шӑмӑршӑра пурӑнакан юлташӗ каласа кӑтартнӑ. Хӑй усракан ӑрата арҫын питӗ ырлать: йӑпӑр-япӑр чирлемеҫҫӗ, пӗтӗленме хӑвӑрт ӳссе ҫитеҫҫӗ тет. Ҫитерме кил тӗрӗшри апат юлашкиех каять-мӗн. Ятарласа урпа кӗрпи, пӑрҫа, комбикорм кӑна туянать.
Паян Алексеев хуҫалӑхӗнче 5 сысна ами, 1 сысна аҫи тата 22 ҫура. Сысна юратакан арҫын икӗ качакипе те мӑнаҫланать.
Кӑҫал Канаш районӗнчи Ямашри клуба уҫнӑранпа 95 ҫул ҫитет. Шӑп та 1919 ҫулта ӗнтӗ ҫак ялта клуб-вулавӑш уҫнӑ та. Кӑҫал культура ҫулталӑкӗ пынӑ май ямашсем ҫак паллӑ куна нарӑсӑн 3-мӗшӗнче уяв тусах палӑртнӑ.
Тӗрлӗ тӳре-шара ял клубӗн юбилейӗпе саламланӑ: Ямаш вӑтам шкулӗн директорӗ, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тата ял ҫыннисем.
Концерт программи анлӑ пулнӑ. Чи малтанах «Ентешсем» ансамбле асӑнас пулать — унӑн ӳнер ертӳҫи ҫак ялсемех, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ятне тивӗҫнӗ Стеклов В.Г. Ҫавӑн пекех ялта «Задоринки» ташӑ кружокӗ те ӗҫлет. Вӗсем матрёшкӑсен ташшине лартса пачӗҫ.
Ял тӑрӑхӗн сайчӗ куракансем уявпа кӑмӑллӑ пулни пирки пӗлтерет.
Синоптиксем ҫак канмалли кунсене ҫанталӑк ӑшӑтассине пӗлтереҫҫӗ-ха. Ӑшӑтни тумлам юхма пуҫлассине пӗлтермест те, анчах шартлама сивӗ чакмалла теҫҫӗ. Хальлӗхе вара ҫанталӑк сиввине кура ачасен шкула каймасан та юрани пирки аса илтерер.
Шупашкарти вӗренӳ учрежденийӗсем 1–4-мӗш классенче вӗренекенсене 25 градусран сивӗрех пулсан шкула пыма сӗнмеҫҫӗ. 5–9-мӗш классене 30 градусран сивӗрех чух шкула каймасан юрать. Аслӑраххисене, 9–11-мӗш класра вӗренекенсене, 35 градусран иртсен килте ларма хушаҫҫӗ. Шартламана пӑхмасӑрах вӗренме талпӑнакансене каялал хӑваласа ямӗҫ — уйрӑм е ушкӑнпа заняти ирттерессине пӗлтереҫҫӗ.
Сӑмах май, сивӗ ачасене кӑна мар, аслисене те шеллемест. Шартлама вӑхӑтӗнче республикӑра 5 ҫын шӑнса вилнӗ те ӗнтӗ. Ҫавсен шутӗнче — килсӗр-ҫуртсӑр икӗ ҫын, 28 ҫулти Шупашкар арҫынни, Канаш районӗнчи Вӑтакас Татмӑш ялӗнчи тата Етӗрне районӗнчи Йӑмалӑхри 32 ҫулти тата 80-ри хӗрарӑмсем.
Канаш районӗнче муниципалитетсен пушар хуралӗн водителӗсен вӗренӗвӗ иртнӗ.
Паянхи кун унти ял тӑрӑхӗсенче 13 пушар хуралӗ йӗркеленӗ. Инкек-синкекре вӗсем вырӑна ҫитме яланах хатӗр тӑраҫҫӗ.
Вӗренӗве пухӑннисен умӗнче район администрацийӗн социаллӑ программӑсен секторӗн заведующийӗ А.В. Егоров тата пушара хирӗҫ кӗрешекен вырӑнти службӑсен пуҫлӑхӗсем А.А. Шакин тата А.Н. Николаев тухса калаҫнӑ. Пушар сиксе тухасран туса ирттермелли ӗҫсем пирки те сӑмах пынӑ унта. Тата пушарпа кӗрешекенсен ӗҫне лайӑхлатасси пирки те калаҫнӑ. Унтан вӗрентӳ ирттернӗ.
Сӑнсем (11)
Кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче «Росинка» физкультурӑпа спорт центрӗнче «Чемпионсен каҫӗ» иртнӗ. Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, унта иртнӗ ҫулхи спорт сезонне тишкернӗ. Мероприятие спорт федерацийӗсемпе организацийӗсен ертӳҫисене, пултаруллӑ спортсменсемпе тренерсене йыхравланӑ. «Чемпионсен каҫне» Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хутшӑннӑ.
Михаил Васильевич иртнӗ ҫула республика спорт енӗпе тивӗҫлипе вӗҫленине палӑртнӑ. Спортпа тата физкультурӑпа туслисен шучӗпе пӗлтӗр Чӑваш Ен Раҫҫейре малта пыракан виҫӗ регион шутне кӗнӗ.
Физкультурӑпа спорта аталантарассине пысӑк тӳпе хывнисенчен пӗрисем тӗрлӗ хисепе тивӗҫнӗ. Европа шайӗнче ҫӗнтерекен йывӑр атлетсене хатӗрлекен, Етӗрне районӗнчи «Присурье» (чӑв. Сӑрҫум) спорт комплексӗн тренер-преподавателӗ Зиновий Неопалимский «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ» пулса тӑнӑ.
Раҫҫейӗн Олимп комитечӗн Фэйр плэй (акӑлчанран ӑна «ултавсӑр вӑйӑ» тесе куҫарма пулать) Раҫҫейри комитечӗн дипломӗпе Шупашкарти Олимп резервӗн сӗтелҫи теннис тата ухӑран перессипе спорт шкулӗн трнерне Галина Малована наградӑланӑ.
Кейӳ (Киев) хулинче чӑвашсен вырсарни шкулне йӗркелеме шут тытнӑ. Капла йышӑну патне Пӗтӗм Украинӑри чӑвашсен пӗрлешӗвӗн отчетпа суйлав пухӑвӗнче килсе тухнӑ.
Пухӑва асӑннӑ обществӑн пайташӗсем — пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Надежда Лисовая тата тӗрлӗ хулари ячейкӑсен облаҫри ертӳҫисем тата чӗннӗ хӑнасем пуҫтарӑннӑ.
Пухура иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗле тишкерсе кӑҫалхи плансене палӑртнӑ. Пӗтӗм чӑвашсене пӗрлештерсе тӑма вара Надежда Лисоваянах хӑварас тенӗ. Унӑн пулӑшаканӗ пулма Кейӳри ячейкӑн ертӳҫине Валерий Сидорова шаннӑ.
Вырсарни шкулӗ пирки каласан, вӑл чӑвашла вӗрентӳ пособийӗсемпе кӗнекесене хаваспах йышӑнать. Пулӑшас кӑмӑллисем ҫав хатӗрсене Шупашкарти Иван Яковлев проспектӗнче вырнаҫнӑ «Республика» хаҫат редакцине (вӑл Пичет ҫуртӗнчи 6-мӗш хутра вырнаҫнӑ) кӗртсе пама пултараҫҫӗ.
Хӑй вӑхӑтӗнче ялсенче вокалпа инструментсен ансамблӗсем пулнине астӑватӑп-ха. Юлашки ҫулсенче вӗсем пирки илтсех кайман та, пӗтнӗ тесе те шухӑшланӑччӗ. Ҫук иккен. Пур.
Канаш районӗнчи Уҫырма ялӗнче, авӑ, «Чӗрӗлӳ» ансамбль ӗҫлет. Ӗнер вӑл ялти культура ҫурчӗн сцени ҫинче концерт лартнӑ. Сурхури тесе тӳлевсӗрех пухнӑ вӗсем халӑха. Пӗччен пурӑнакан ӗҫпе тыл ветеранӗсене артистсем пырне — апат-ҫимӗҫ тултарнӑ хутаҫсем — тыттарнӑ. Депутатсен район пухӑвӗн депутачӗ В.П. Васильев та пушӑ алӑпа килмен — пилӗк ӗҫ ветеранне пылак кучченеҫпе сӑйланӑ.
«Чӗрӗлӳ» вокалпа инстрементсен ансамблӗ виҫӗ ҫынтан тӑрать: Павел Минаев клавишнӑйпа вылять, Сергей Новиков — гитарӑпа, Ирина Минаева вара юрлать. Маттурсем пурте вырӑнтисемех, уҫырмасем. Концертпа вӗсем республика тулашне те тухса ҫӳреҫҫӗ иккен.
Концерта пухӑннӑ халӑха уявпа саламлама район пуҫлӑхӗ И.Т. Иванов тата вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В.Т. Иванов пырса ҫитнӗ.
Сӑнсем (29)
Чӑваш Енре пурлӑх хуҫисем ытларах чухне хӗрарӑмсем иккен. Кун пирки Росреестрӑн республикӑри управленийӗ хыпарлать. Вӗсене мӗнпур хваттерпе ҫурт-йӗр, ҫӗр участокӑн, ытти пурлӑх пурӗ 615,6 пин штук тивет иккен. Арҫынсен харпӑрлӑхӗнче вара — 575,1 пин кӑна.
Хӑш хулапа районта лару-тӑру еплине тишкернӗ те, этемлӗхӗн черчен ҫурри ҫине ҫыртарнӑ пурлӑх Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче, Канаш, Улатӑр тата Ҫӗмӗрле районӗсенче уйрӑмах нумаййине асӑрханӑ. Куславкка, Хӗрлӗ Чутай тата Пӑрачкав районӗсенче хӗрарӑмсен пурлӑхӗ арҫынсеннинчен пушшех те самай-мӗн. Кунта асӑнман ытти районта вара арҫынсем ҫине ҫыртарни нумайрах иккен.
«Замечательные люди Чувашии» (чӑв. «Чӑваш Енӗн чаплӑ ҫыннисем») кӗнекесен ярӑмӗ ҫӗнӗ кӑларӑмпа пуянланнӑ — Чӑваш кӗнеке издательстви Юрий Артемьев паллӑ литературовед Константин Иванов поэт пурнӑҫӗ ҫинчен кӗнеке хатӗрлени пирки пӗлтерет. «Константин Иванов: Жизнь. Судьба. Бессемертие» (чӑв. Константин Иванов: пурнӑҫӗ, шӑпи, вилӗмсӗрлӗхӗ) ят панӑскер вилӗмсӗр «Нарспи» авторӗн кун-ҫулне тӗплӗн уҫса парать. Тӑван халӑхӑмӑрӑн классикӗн пултарулӑхне тишкернӗ май Юрий Артемьев тӗнче культурипе ҫыхӑнтарса уҫса пама пӑхнӑ тесе хыпарланӑ издательство сайтӗнче. Кӗнекене хатӗрленӗ май автор архив хучӗсемпе, фактсемпе, хальхи вӑхӑтра пурӑнакансен аса илӗвӗсемпе усӑ курнӑ.
Автор пирки каласан, вӑл — СССР писательсен союзӗн пайташӗ, критик, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор. 1941 ҫулта Канаш районӗнчи Сиккассинче ҫуралнӑ. Хусанти патшалӑх университетӗнче, М. Горький ячӗллӗ Тӗнче литературин институчӗн аспирантуринче вӗреннӗ. 1982 ҫултанпа Чӑваш патшалӑх университетӗнче преподавательте ӗҫлекенскер вырӑс тата тӗнче литературин, халӗ вара вырӑс литературин кафедрине ертсе пырать.
Темиҫе теҫетке ҫул хуҫалӑх рулӗ умӗнче тӑракан ертӳҫӗсем республикӑра сахалланса пыраҫҫӗ. Ҫапах та пур-ха вӗсем, аксакалсем. Акӑ, Канаш районӗнчи Киров ячӗллӗ кооператива илер. Ӑна миҫе ҫул ӗнтӗ Николай Андреев ертсе пырать. Хӑй вӑхӑтӗнче унта журналист ӗҫӗпе пулнӑччӗ те Николай Степанович ял хуҫалӑхӗшӗн чунне ыраттарса калаҫни асрах.
Малалла талпӑнакан предприятире паян ҫӗнӗ ферма ҫӗкленет. Ӑна 1 509 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче хӑпартса лартнӑ. Анчах хальлӗхе мӗнпур ӗҫе вӗҫлеймен-ха — ҫурт тӑвакансем малалла тимлеҫҫӗ. Ҫӗнӗ фермӑра 200 пуҫ ӗне валли вырӑн пулӗ. Ферма тума хуҫалӑх хӑйӗн туприне 2.4 миллион тенкӗ ытла хывнӑ. 17,3 миллионне вара банкран кивҫен илнӗ. Проект хакӗ — 21,7 миллиона яхӑн. Фермӑра ӗҫлекенсене ҫӑвӑнмалли, салтӑнса тӑхӑнмалли пӳлӗмсем пӑхса хӑварнӑ. Мӗнпур ӗҫе раштав ҫуррисенче вӗҫлесшӗн-мӗн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |